Пурнӑҫ — Вилӗм

 

3834Пурнӑҫ йӗрне ан ҫухат теҫҫӗ.Пурнӑҫ — Вилӗм
3835Пурнӑҫ каялла каймасть, малалла пырать.Пурнӑҫ — Вилӗм
3837Пурнӑҫ кукри — вуник кукӑр.Пурнӑҫ — Вилӗм
3838Пурнӑҫ малалла та, ӗмӗр каялла.Пурнӑҫ — Вилӗм
3839Пурнӑҫ мар, отне савӑнӑҫ.Пурнӑҫ — Вилӗм
3840Пурнӑҫ мӗнле — юрӑ-сӑвӑ ҫапла пулать.Пурнӑҫ — Вилӗм
3841Пурнӑҫ пӗр вырӑнта тӑмасть.Пурнӑҫ — Вилӗм
3842Пурнӑҫ пурӑнма ҫӗр те пӗр тӑрлӗ ӑс кирлӗ.Пурнӑҫ — Вилӗм
3843Пурнӑҫ пурнасси хӑнана кайса килесси мар.Пурнӑҫ — Вилӗм
3845Пурнӑҫ ҫӗрпе пӗлӗт хушшинче.Пурнӑҫ — Вилӗм
3846Пурнӑҫ ҫинчен шутласан пуҫа шухӑш ҫавӑрать.Пурнӑҫ — Вилӗм
3847Пурнӑҫ ҫиппи пӗр татӑлсан сӳтӗлет те сӳтӗлет.Пурнӑҫ — Вилӗм
3848Пурнӑҫ ҫиппи пит ҫинҫе.Пурнӑҫ — Вилӗм
3849Пурнӑҫ ҫиппи ҫӳҫ пӗрчинчен те ҫинҫерех.Пурнӑҫ — Вилӗм
3850Пурнӑҫ ҫулӗ тумхахлӑ.Пурнӑҫ — Вилӗм
3851Пурнӑҫ ҫулӗ юплӗ: хӑш юпӑпе каймаллине пӗлмелле мар.Пурнӑҫ — Вилӗм
3852Пурнӑҫ та пӗрре, вилӗм те иккӗ мар.Пурнӑҫ — Вилӗм
3853Пурнӑҫ тӑвас тесен пӗр ҫӑвара сурмалла.Пурнӑҫ — Вилӗм
3854Пурнӑҫ тӑвас тесен ҫурӑм тарличчен ӗҫлес пулать.Пурнӑҫ — Вилӗм
3855Пурнӑҫ тӑвасси хӗрарӑмран килет.Пурнӑҫ — Вилӗм
3856Пурнӑҫ тупсӑмне тупма пит йывӑр.Пурнӑҫ — Вилӗм
3857Пурнӑҫ Турӑ аллинче.Пурнӑҫ — Вилӗм
3858Пурнӑҫ тытасси кайӑк тытасси мар.Пурнӑҫ — Вилӗм
3859Пурнӑҫ урапи пӗр йӗрпе чупмасть.Пурнӑҫ — Вилӗм
3860Пурнӑҫ урапи саккӑрлӑ та ҫаптарать.Пурнӑҫ — Вилӗм
3861Пурнӑҫ хӑех вӗрентет теҫҫӗ.Пурнӑҫ — Вилӗм
3862Пурнӑҫ хӑйӗнне илетех.Пурнӑҫ — Вилӗм
3863Пурнӑҫ хитре теҫҫӗ.Пурнӑҫ — Вилӗм
3864Пурнӑҫ хуҫинчен килет.Пурнӑҫ — Вилӗм
3865Пурнӑҫ хытти — ҫӑкӑр ҫемҫи.Пурнӑҫ — Вилӗм
3866Пурнӑҫ шӳт мар.Пурнӑҫ — Вилӗм
3867Пурнӑҫ ырлӑхне хамӑр тумалла.Пурнӑҫ — Вилӗм
3868Пурнӑҫа мӑйракинчен тытас пулать.Пурнӑҫ — Вилӗм
3869Пурнӑҫа пӗлмелле мар: паян пур та ыран ҫук.Пурнӑҫ — Вилӗм
3870Пурнӑҫа пӗлсе пурӑнас пулать, пӗлсе пурӑнакан пӗлӗтре пулнӑ тет.Пурнӑҫ — Вилӗм
3871Пурнӑҫа пурӑнма панӑ.Пурнӑҫ — Вилӗм
3872Пурнӑҫа пурӑнса ирттересси хир урлӑ каҫасси мар.Пурнӑҫ — Вилӗм
3873Пурнӑҫа темиҫе ҫын тытмасть, пӗр ҫын тытать.Пурнӑҫ — Вилӗм
3874Пурнӑҫӑн йӗрки ҫапла: ху хырӑмна ху сапла.Пурнӑҫ — Вилӗм
3875Пурнӑҫӑн пӑрӑнӑҫӗ пур, йӗмӗн ҫӑрхи пур.Пурнӑҫ — Вилӗм
3876Пурнӑҫӑн пуҫламӑшӗ те, вӗҫӗ те ҫук.Пурнӑҫ — Вилӗм
3877Пурнӑҫӑн тӗрри пур: пурӑнма пӗлес пулать.Пурнӑҫ — Вилӗм
3878Пурнӑҫӑн хакне пӗлес пулать.Пурнӑҫ — Вилӗм
3879Пурнӑҫӑн хакне пӗлсе пурӑнмалла.Пурнӑҫ — Вилӗм
3880Пурнӑҫӑн хӳри пӑрӑнӑҫ.Пурнӑҫ — Вилӗм
3881Пурнӑҫӑн хытти пысӑк.Пурнӑҫ — Вилӗм
3882Пурнӑҫӑн чикки ҫук,Пурнӑҫ — Вилӗм
3883Пурнӑҫне кура пӑрнӑҫӗ.Пурнӑҫ — Вилӗм
3884Пурнӑҫра кӗве ан пул, кӗрӗк ҫӑмне ан ҫӑл.Пурнӑҫ — Вилӗм
3885Пурнӑҫра пыл та, ҫу та пулать,Пурнӑҫ — Вилӗм